Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӳркенмен ӑста пулнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ял ҫумӗнчи вырӑнсем

Акатуй
Ака — ана, ана сухи, ана йӑранӗ, ана ҫине тырӑ акни тата ака-суха ӗҫӗ, хатӗрӗ, таврашӗ. Ака пуҫличчен ака пӑтти пӗҫерсе чӳк тунӑ. Ака пӗтсен акатуй туса уяв ирттернӗ.

Ана
Ана

Ана — суха тумалли вырӑн, уйӑрса палӑртнӑ ҫӗр лаптӑкӗ, сухаланӑ йӑран, тырӑ акнӑ, калча ӳсекен уй. Авал ялсенче ҫӗре ятпа /арҫынсене/ валеҫнӗ вӑхӑтра пӗр ят ҫӗре е пӗр теҫеттине пӗр ана тесе каланӑ. Теҫеттин пӗр пек пулман. Патшалӑх теҫеттинӗ - 1,09 гектар. Хуҫалӑх теҫеттинӗ /18-19 ӗмӗрсем/ 1,45 гектар шутланнӑ. Пӗр ят ҫӗр, пӗр ана, пӗр пай ани пур ялта та, ҫӗр пурлӑхне кура, пӗр пек пулман. Пӗр ана 0,36-1,45 гектар хушшинче пулма пултарнӑ. Пӗр теҫеттин /1,09 га/ пӗр ана шутран ана пайӗсене ҫапла тулма пултаратӑр: 1/2 ана — ҫурпилӗк. Хуҫалӑх теҫеттинӗнче /1,45 гектар/ 1/3 ана — ҫурпилӗк 1/4 ана — тӳтерӗм. Чӗрӗк ана пӗр тӑваткӑл. Пӗр тӑваткал — хӑрах йӑран. Ҫур пилӗкрен пӗр авӑн /хӗрӗх пӑт/ тырӑ тухать тенӗ.

Вар /тӗрӗксен ор, ур — чакалать сӑмахран/. Ҫырма. Ишӗлсе тӑракан сӑртлӑ ҫырма е курӑк пусса лапамланнӑ ҫырма. Шывлӑ вар, типӗ вар, чуллӑ вар, юшкӑн анса тулнӑ вар, лачакаллӑ вар, ӑшӑх вар, кӑмӑр вар, тарӑн вар. Тарӑн варта чул тухать. Чул хушшинчен ҫӑл тухать. Тарӑн варта тараса. Шывне ӑсма пит/ӗ/ ӑшах, ҫӗклесе ухма пит/ӗ/ йывӑр. Уйри ҫырма вӑрӑм, вӑрманти вар кӗске.
Вӑйӑ лаптӑкӗ
Вӑйӑ лаптӑкӗ — ял-ялсенче ҫурхи уявсене, ака туйне ирттермелли уйрӑм вӑйӑ лаптӑкӗсем пулнӑ. Халӗ те сыхланса юлнӑ. Унта лашасене чуптарса кӗрешеҫҫӗ, юпа тӑрне улӑхса сатурлӑха кӑтартаҫҫӗ. Пӗр-пӗринпе кӗрешсе вӑй хываҫҫӗ. Карталанса юрӑ юрлаҫҫӗ, ташӑ ташлаҫҫӗ, савӑнаҫҫӗ. Вӑйӑ лаптӑкӗсем ҫывӑхри улӑхра, ҫаран ҫинче е вӑрман уҫланкилче пулаҫҫӗ. Вӑйӑ лаптӑкне улӑх утти таптаниччен ҫӳреҫҫӗ.

Вӑрман /урман сӑмахран/. Хай тӗллӗн тӗрлӗ йывӑҫсем ӳсекен виҫесӗр пысӑк лаптӑк. Вӑрманта тӗрлӗ чӗр чунсем, кайӑксем пурӑнаҫҫӗ. Вӑрман пуян. Каснӑ йываҫ ҫумӗнче ҫамрӑкки уссех тӑрать. Вӑрман хӑтлӑ. Ял вӑрманӗ, яла уйӑрса панӑ вӑрман. Патшалӑх вӑрманӗ, патшалӑх тытӑмӗнчи вӑрман.
Йӑлӑм
Йӑлӑм /тӗрӗксен эл - ҫӗр, ҫӗр - шыв сӑмахӗнчен/ — улӑх-ҫаран. Ҫуркунне шыв илекен улӑх. Атӑл тӑрӑхӗнчи улӑх. Йӑлӑм ути /утти/ — Ухрути /ыхрав утти/ кукӑль тума пит/ӗ/ сиплӗ. Йӑлӑмра утӑ вӑйлӑ ӳсет. Ӑна ҫӑлса пуҫтарса капана хываҫҫӗ. Хӗлле Атӑл урлӑ турттарса килеҫҫӗ.

Ката-раща. Ял ҫумӗнчи, вӑрман ҫумӗнчи ҫӗнӗ хунав вӑрманӗ. Хӑй тӗллӗн ӳснӗ авалхи йывӑҫсене каснӑ хыҫҫӑн е ҫӗнӗрен лартса ӳссе ҫӗкленекен вӑрман вырӑнӗ. Мулкач кати, вӑйӑ ирттерекен ката, пирӗн ял кати. Малти ката, кайри ката.

Кӗлӗ вырӑнӗ
Кушар вырӑнӗ

Кӗлӗ вырӑнӗ. Авал чӑвашсем хӑйсен тӗнӗ йӗркипе турра кӗлӗ тунӑ. Кӗлӗ ирттерекен вырӑнӗсене чӳк вырӑнӗ, чӳк уйӗ, учук вырӑнӗ, киремет тесе каланӑ. Ҫав вӑхӑтран: кӗлӗ карти, кӗле хапхи, кӗлӗ вӑрманӗ, кӗлӗ касси ятсем юлнӑ.

Кушар выранӗ. /Кошар, кошара сурӑх, выльӑхӗсен карти сӑмахӗнчен/. Хӑш-хӑш ялта ҫамрӑксем ваййа, пухӑва пуҫтарӑнакан вырӑна кушар тесе калаҫҫӗ. Авал вӑл сурӑхсене ҫаран ҫине кӑларнӑ, вӗсен ҫӑмне каснӑ йӑлапа ҫыхӑннӑ уяв пулнӑ. Ҫав вӑхӑтра ҫамрӑксем вӑйӑ вылянӑ. Вӑйӑ вырӑнне те, вӑхӑтне те вӗсем кушар тенӗ.

Кӳлӗ — кӳленсе тӑракан шыв, шыв лаптӑкӗ, шыв пуххи. Кӳлесем ҫӗр путса тӑракан вырӑнсенче, юхан шывсен ҫумӗнчи улӑхсенче, вӑрман варринчи айлӑм вырӑнсенче сарӑлса выртаҫҫӗ. Нумай кӳлӗрен юхан шывсем уҫӑлса юхса тухаҫҫӗ. Кулӗсем ҫумӗнче кӗлӗсем ирттернӗ. Чи таса, чи асамлӑ кулле ҫутӑ кӳлӗ, ҫут кӳл тенӗ. Тӗнри Ҫут кӳл тӗпсӗр, темле типӗ ҫул пулсан та вӑл кӳлӗре шыв типсе чакмасть. Ҫут кӳл тӗнче тинӗсӗпе ҫыхӑнса тӑрать тенӗ. Темӗн ятлӑ кӳлӗ те пур. Вӗсене кӳлӗ паллине кура ят панӑ. Ҫӑрттан, кӑвакал, акӑш, хура, тӗпсӗр, вӑрман кулли т. ыт. те. Кӳлӗсем ҫумӗнче ялсем те вырнаҫаҫҫӗ: Кӳлкасси, Кӳлхири /кӳл хӗрри/, Кӳлҫырма тата ыт.те.

Лачака — ӑшӑх кӳлӗ, шурлӑх, путса, ҫӑрса тӑракан лачака курӑкӗ ӳссе симӗсленекен вырӑн. Лачака вырӑнӗнче юшкӑн тӑпри, хура пылчӑк тӑпри хулӑн. Лачакана кӗрсен лакса ларма, путса вилме пулать. Лачака ҫумӗнчи ҫаранта утӑ лайӑх ӳсет.

Чӳк вырӑнӗ. Чӑвашсене Христос тӗнне йышӑнтариччен яп тытӑмӗнче, кил ҫумӗнче чӳк вырӑнӗ пулнӑ. Ҫав тӗлте лӑпӑска туратлӑ йывӑҫ ларнӑ. Ҫакӑнта яла хӳтӗлекен турра, яла пуҫласа яракан ватӑсене, ӑратра пурӑннӑ несӗлсене асӑннӑ. Ҫулталӑк хушшинчи асӑнмалли ырӑ-усала чӳкленӗ. Ҫӗнӗ вилӗсене асӑннӑ. Ҫывӑхри ҫырмана, вырӑна вӗсен япалисене пӑрахнӑ.
Чӳк вырӑнӗ
Шур, Шор. /тӗрӗксен шыв сӑмахӗнчен/ — лачакаллӑ, кӳлӗллӗ, шывлӑ вырӑн. Шурлӑх. Пӗчӗк ӑшӑх кӳлӗ. Ял ҫумӗнчи кӳлӗ. шыв кӳленчӗкӗ.

Юхан шыв /юх, шыв сӑмахсенчен/. Ҫырансен хушшинче юхса тӑракан, юхса выртакан шыв. Шырланнӑ вырӑнта шыв юхса тарать, кӳлленчӗкре кӗлленсе выртать. Юханшыв шыв куҫӗнчен, шурлӑлӑ вырӑнтан пуҫланать, аслӑ юхан шыв тинӗсе юхса кӗнӗ ҫерте вӗҫленет. Ҫак тӗлте вӑл хӑйӑр, чуп, тӑм, юшкӑн сапать, вӑррине акать. Ҫавӑнпа юхан шыв юхса кӗрекен вырӑна вӑрри е ҫӑтмах тесе калаҫҫӗ. Авал вилнӗ ҫыннӑн чунӗ те юхан шывран, юхан шыв ҫине тухса вӗҫсӗр тӗнче тинӗсӗнчи ҫӑтмаха, леш тӗнчери ҫылӑхсӑр ҫутӑ вырӑна ишсе каять тенӗ. Пӗр юхан шыва тепӗр юхан шыв ҫӑтса тӑнӑран, юлашкине тинӗс ҫӑтса янӑран леш тӗнчери пурнӑҫа чӑвашсем ҫӑтмах тесе каланӑ.
Ҫавна кура кивӗ йӗрӗх хуллисене, пуканесене ҫурхи юхан шыва пӑрахнӑ. Юхан шыв вӗсене ҫӑтмаха ҫитерет тесе шутланӑ. Юхан шыв ку тӗнчерен леш тӗнчене илсе каякан ҫул шутланнӑ.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-11-20 19:37:29 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 8649 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем